9630 | Ҫӗвӗҫӗн ӗмӗр вӑрӑм пулмасть. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9631 | Ҫӗвӗҫӗн кӗрӗкӗ ҫӗтек, тимӗрҫӗн пуртти катӑк, платникӗн пӳрчӗ ҫӗрӗк. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9632 | Ҫӗвӗҫӗн те кӗвӗҫ пур, кӗлмӗҫӗн те кӗвӗҫ пур. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9633 | Ҫӗвӗҫӗн укҫи йӗппипех тухать, тимӗрҫӗн — тимӗрпеле. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9634 | Ҫӗвӗҫӗн укҫи ҫип пек ҫинҫе, тимӗрҫӗн кӑмрӑк пек ҫӑмӑл. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9635 | Ҫӗвӗҫӗн юмахӗ ҫӗр каҫиччен тӑсӑлать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9636 | Ҫӗвӗҫрен ҫип ан ыйт, тимӗрҫӗрен тимӗр ан ыйт. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9637 | Ҫил арман хуҫи ҫилпе пуять. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9638 | Ҫилӗмҫӗ — кӗлмӗҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9641 | Тарҫӑ — сӗм суккӑр, ывӑл — хӑрах куҫлӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9643 | Тарҫӑ — тарҫах, ӑна шанса кӑмака ҫине хӑпарса выртмалла мар. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9639 | Тарҫӑ йыт вырӑнче ӗҫлет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9640 | Тарҫӑ пулас килмен таркӑна тухнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9642 | Тарҫӑ ҫурӑмӗ ҫинче матак ташлать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9644 | Тарҫӑ тӑварпа пуҫса ҫиет, улпут услам ҫупа пуҫса ҫиет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9645 | Тарҫӑ-тӗрҫе шанакан хӑрах куҫсӑр пулнӑ, ывӑла-хӗре шанакан тӗп куҫсӑр пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9646 | Тарҫӑн тар типмен, пурлакӑн пыр тӑранман. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9647 | Тарҫӑн тар тухнӑ, чуран — чун тухнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9648 | Тарҫӑсем — суккӑр, ывӑл — хӑрах куҫ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9649 | Тарҫийӗн тарҫи пур. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9650 | Тарҫине шанакан тӗп пулнӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9651 | Тимӗрҫ ҫынсӑр тӑмӗ, арман ҫынсӑр тӑмӗ, юмӑҫ ҫынсӑр тӑмӗ, | Хуҫа — Тарҫӑ |
9652 | Тимӗрҫӗн алли тимӗр теҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9653 | Тимӗрҫӗн ӗҫӗ вӗркӗҫре. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9655 | Тимӗрҫӗн пуртти катӑк, платникен пуртӑ аври ҫук, пупӑн кӗнеки ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9656 | Тимӗрҫӗн пуртти катӑк, ҫӗвӗҫӗн сӑхманӗ ҫӗтӗк, каскалаканӑн пӳрт ӑш-чикки пулса пӗтмен. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9654 | Тимӗрҫӗн пуртти катӑк. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9657 | Тимӗрҫӗн пуртти ҫук, ҫӗвӗҫӗн йӗппи ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9658 | Тимӗрҫрен кӑмрӑк ыйтса илеймӗн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9659 | Тимӗрҫшӗн пулсан тимӗр хаклӑ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9660 | Тияккӑна пот то пот, тиечука чип те ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9661 | Тӳре таврашӗнче тӳрӗ кӑмӑл тӗс паман. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9662 | Тӳре умӗнче тӳрре тухаймӑн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9664 | Тӳре-шара ятпа ҫӳрет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9663 | Тӳрепе пуҫлӑх умӗнче суйса суйма именӗр. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9665 | Тӳррӗн ашшӗ-амӑшӗ вилмен. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9666 | Улпут та, йытӑ та пӗр пек. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9667 | Хантарайсем — кантурта. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9668 | Хупах енне ҫавӑрӑнсан ким яракан хуҫа та саланать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9669 | Хур шӑмми тытан хур пулман. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9670 | Хусан хуҫин те хуранӗ хура. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9671 | Хуҫа ӗҫӗ пилӗке хуҫать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9672 | Хуҫа ӗҫне ӗҫлесе пӗтереймӗн. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9673 | Хуҫа пушӑ ларсан хуҫалӑх пушанать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9674 | Хуҫа тесе хӗрӗх хуҫӑк пулса ӳкме ҫук. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9675 | Хуҫана юрасшӑн тарҫи ҫын вӗлернӗ теҫҫӗ. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9676 | Хуҫасӑр арманта шуйттан табак авӑртать тет. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9677 | Хуҫасӑр кил саланать. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9678 | Хуҫи мӗнле, йытти те ҫавнашкал. | Хуҫа — Тарҫӑ |
9679 | Хуҫи хушать йыттине, йытти хушать хӳрине. | Хуҫа — Тарҫӑ |